Ҫанталӑк тӑрук ӑшӑтнине пула ӗнер, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 11 районпа хулара пурӑнмалли ҫуртсемпе хуҫалӑхсем шыва кайнӑ.
Республикӑн ГКЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи хӑш-пӗр ялта, Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакансене пырса тивнӗ.
Ейӳ сарӑлнипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру Патӑрьелпе Комсомольски тӑрӑхӗсенче уйрӑмах ҫивӗч. Кунта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн юханшывсенче шыв шайӗ хӑпарнӑран район ертӳҫисене, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене талӑкӗпех ӗҫлемелли йӗрке ҫине куҫарнӑ. Патӑрьел районӗнче Пӑла ҫырантан тухса кайнӑ, ҫавна май Патӑрьел, Анат Туҫа, Тӑрӑн, Кӗҫӗн Арапуҫ, Чӑваш Тимешӗ тата Вӑтаел ялӗсем шыва каяс хӑрушлӑх тухса тӑнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакассинчи «Шуҫӑм» вокал ансамблӗ «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивальтен хавхаланса таврӑннӑ.
Красноармейски район администрацийӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗ, Красноармейски районӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗ фестивале иртнӗ уйӑхрах ирттернӗ-ха. Ырӑ хыпара апакассисем ӗнер ҫеҫ пӗлтернӗ.
«Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивале РСФСР халӑх артисчӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗсченӗ, СССР преми лауреачӗ Федор Лукин композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта Йӗпреҫ, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Муркаш тата Красноармейски районӗнчи ушкӑнсем хутшӑннӑ.
Апакассинчи «Шуҫӑм» вокал ансамблӗ (ертӳҫи — В. Парфенов) «Чи лайӑх юрлакан — вокал ансамблӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. В. Парфенов, И. Павлова, Вера Алексеева юрланине «Вокал ансамблӗсем, трио» номинацире чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.
2016 ҫулхи кӗркунне Комсомольски районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫыннӑн телефонӗ ҫине палламан номертен СМС-ҫыру килнӗ. Вӑл ӑна уҫса вуланӑ, кӗҫех картти ҫинчен 8 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Ҫырура сиенлӗ компьютер программи пулнӑ-мӗн. Арҫын укҫа ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Уголовлӑ шырав управленийӗн ӗҫченӗсем ҫав ҫырӑва кам янине тупса палӑртнӑ. Вӑл – Сахалин облаҫӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын. Ӑна хӑйсен регионӗнче те сиенлӗ программӑсем сарнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Ҫак арҫынна следстви изоляторне хупнӑ. Вӑл миҫе ҫыннӑн укҫине вӑрланине полицейскисем тӗпчӗҫ.
Комсомольски районӗнчи пульницӑн хирурги уйрӑмне тӗплӗн юсама тытӑннӑ. Юсав ӗҫӗ епле пынине учрежденин тӗп тухтӑрӗ Николай Васильев хӑй тӗрӗслесе тӑрать. Строительсем тӑрӑшакан уйрӑмра шурӑ халатли тахҫан та пӗрре мар, кунсерен пулать иккен.
1985 ҫулта хута янӑранпа пульницӑна тӗплӗн пӗртте юсаман. Палатӑсемпе пӳлӗмсем хальхи вӑхӑтри йӗркепе килӗшсе тӑман. Ку хыпара Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнчи хирургсене хӑтлӑ тата унта сипленекенсене меллӗ пултӑр тесе республика хыснинчен 30 миллиона яхӑн укҫа куҫарса панӑ. Вӑл тупрапа пӳлӗмсене юсаса ҫӗнетнипе пӗрлех унти ҫутӑ пӑралукӗсене, шывпа канализаци пӑрӑхӗсене, сантехникӑна, ӑшӑтмалли тытӑма ылмаштарӗҫ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви республикӑри ӗҫсӗрлӗх шайӗпе тунтикунсерен паллаштарсах тӑрать. Статистикӑна официаллӑ йӗркепе шута илнисем кӑна кӗреҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 4636 ӗҫсӗр ҫынна палӑртнӑ. Вӑйпиттисен пӗтӗмӗшле хисепӗнчен 0,73 проценчӗ ӗҫсӗр иккен. Тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем те пур — пурӗ 2480 ҫын.
Ӗҫсӗрррисен кӑтартӑвӗ пӗчӗк муниципалитсен шутӗнче ҫӗрпӳсем (0,26%), комсомольскисем (0,29%) тата вӑрмарсем (0,34%).
Вакансисен шучӗ вара 15 пинтен те иртет-мӗн. Ӳркенмесен тата ӗҫ тиркемесен урай ҫума, картиш пуҫтарма кайма май пур, ача пахчине няня, лавккасене сутуҫӑ тата ытти пулса вырнаҫма пулать. Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх филармонине артист кирлине те пӗлтернӗ. Ӗҫ укҫине 15 пинтен ытларах тӳлеме шантарнӑ.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ районсем тӑрӑх ҫӳрет. Ку таранччен артистсем Тӑвай, Йӗпреҫ, Елчӗк, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай тата ытти районта пулнӑ. Ыран, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, труппа Комсомольски районне ҫитме палӑртнӑ.
Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем «Ялта» драмӑна курса киленӗҫ. Спектакль пуҫланиччен Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ артистпа Валерий Карповпа тӗлпулу иртӗ. Унта РСФСР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлева та хутшӑнӗ.
Гастроль валли «Ялта» драмӑна ахальтен суйламан. Унта театрӑн пӗтӗм труппи хутшӑнать. Спектакль Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Раҫҫей Правительстви Чӑваш Ен валли 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ ача пахчисем хута ярӗҫ. Хальлӗхе чи пӗчӗк шӑпӑрлансене ача пахчине вырнаҫтарма йывӑр, мӗншӗн тесен вырӑн ҫителӗксӗр. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ «кӗмӗлпе» ҫак ыйтӑва татса пама палӑртнӑ.
2018-2019 ҫулсенче пирӗн республикӑна ку тӗллевпе пӗтӗмпе 1 336 104,6 пин тенкӗ килӗ. Ҫитес икӗ ҫулта ача пахчисенче 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫулти шӑпӑрлансем валли 2,5 пин вырӑн тума палӑртнӑ.
Ача пахчисене ӑҫта тӑвасси хальлӗхе паллӑ мар. Чи малтан, ахӑртнех, Шупашкарта хута ярӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра тата Комсомольски районӗсенче те ача пахчисем ҫӗкленме пултарӗҫ.
Елчӗк районӗнчи «Волчье логово» (чӑв. Кашкӑр йӑви) сунарпа хӑна ҫуртӗнче сунар биатлонӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Ку хыпара лаш-таяпасем «Контактра» ушкӑнра ҫӗркаҫ пӗлтернӗ.
Ӑмӑртӑва пӗр тӑван Князевсем пуҫарнӑ. Ҫанталӑк сиввине кура вӗсем пурне те вӗри чейпе, канихвет-пӗремӗкпе хӑналанӑ. Лаш Таяпара пурӑнакансемпе унта ҫуралса ӳснисем хӑнасене вырӑнти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ. Ҫил кастарса хир тӑрӑх вӗҫтерме кӑмӑллакансене юр ҫийӗн ҫӳрекен машинӑпа — снегоходпа — ярӑнтарнӑ.
Сунар биатлонне вара тӗрлӗ тӑрӑхри: Мускаври, Шупашкарти, Канашри, Комсомольскипе Елчӗк районӗнчи — сунарҫӑсем хутшӑннӑ. Канашсен ушкӑнӗ пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене пӑлан тата укҫа парса хавхалантарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ӗҫрех икӗ ҫын вилнӗ. Вӗсенчен пӗр инкекӗ Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче пулса иртнӗ. Каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче машинӑпа трактор паркӗнче 57-ри арҫын виллине асӑрханӑ. Вӑл ҫын хуҫалӑхра водительте ӗҫленӗ. Ҫав кун хайхи машинӑн двигательне ӗҫлеттернӗ, машина юсанӑ, гараж алӑкне вара хупса хунӑ. Водитель сӗрӗмпе вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ предприятисенчен пӗрин цехӗнче электромонтёр вилнӗ. Вӑл электродвигатель ылмаштарнӑ чух 3,5 метр ҫӳллӗшӗнчен персе анса пуҫне сиенленӗ.
Производствӑри инкексен сӑлтавне РФ Следстви комитечӗн республикӑри уйрӑмӗн тӗпчевҫисем хаклаҫҫӗ: яваплисем ӗҫ йӗркине пӑснипе пӑсманнине палӑртӗҫ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Чӑваш Енри районсемпе хуласенче тупӑш илнине шутласа кӑларнӑ. Налук тата урӑх тупӑш илесси ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш уйӑхра республикӑри 11 муниципалитетра лайӑхланнӑ.
Тупӑш илессине процентпа танлаштарса тишкерсен Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче уйрӑмах аван ӗҫлени курӑнать: унти ӳсӗм — 58,3%, Ҫӗмӗрлере — 12,2%, Канашра — 6,4%, Муркаш районӗнче — 26,6%, Етӗрне районӗнче — 14,4%.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри 15 муниципалитетра тупӑш пайӗ унчченхинчен чакнӑ. Уйрӑмах пӗчӗкленнисен шутӗнче республикӑн Финанс министерстви Ҫӗрпӳ тата Комсомольски районӗсене асӑннӑ. Малтан асӑннинче тупӑш илесси пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи малтанхи уйӑхринчен 29,5 процент сахалланнӑ, Каҫал тӑрӑхӗнче — 15,6 процент.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |